Шупашкарти электромеханика колледжӗнче Чӑваш Енри ватӑсен конкурсӗ иртнӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ ҫынсем компьютер умне ларса ҫак техникӑпа усӑ курма епле пӗлнине кӑтартса панӑ.
Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра лайӑх кӑтартупа палӑрнисем Раҫҫей шайӗнче компьютер ӑсталӑхӗ енӗпе иртекен VIII чемпионата хутшӑнӗҫ.
Республикӑри конкурса 18 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ваттисем хутшӑннӑ. Вӗсен компьютер ӑсталӑхне икӗ категорие пайласа палӑртнӑ: «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» тата «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан».
Компьютера лайӑх пӗлекенсенчен «Чи лайӑх хӑтлав» номинацире Шупашкар районӗнчи Константин Иванов ҫӗнтернӗ, тинтерех усӑ курма тытӑннисенчен — Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
«Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» категорире 1-мӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Елена Ястребова тухнӑ, 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Шупашкарти Валентина Пронина, 3-мӗш вырӑна – Шупашкарти Калинин районӗнчи Валерий Логинов.
«Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан» категорире 1-мӗш вырӑнта — Етӗрнери Елена Аникина, 2-мӗш вырӑнта – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова, 3-мӗш вырӑнта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Венера Федорова.
Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те.
Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ.
Шупашкарта, Ҫӗрпӳре тата Шупашкар районӗнче ача пахчисем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 396,1 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Документа ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче 240 шӑпӑрлан ҫӳремелӗх ача пахчи пулмалла. Ӑна тумашкӑн 162,1 миллион тенкӗ парӗҫ. Шупашкарта вара 160 шӑпӑрлан вырнаҫмалӑх ача пахчи хута ярасшӑн. Ку тӗллевпе 145,3 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ҫӗнӗ ача пахчине вара 110 пепке ҫӳрӗ. Унти строительство валли 88,6 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: 2018-2019 ҫулсенче 17 ача пахчи тума Чӑваш Ен хыснинчен – 2,4 миллиард, федераци хыснинчен 1,8 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна йӗркелеме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗччӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, вӗҫленчӗ.
Акцие хутшӑннӑ май Альбина Егоровна Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ачисемпе тӗл пулнӑ. Унта вӗренекенсем валли вӑл чӑвашла кӗнекесем илсе кайнӑ. ЧР парламенчӗн Экономика политики, агропромышленность копмлексӗн тата экологи комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен 11-мӗш классемпе курнӑҫнӑ. ЧР парламенчӗн Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулта 8-мӗш тата 10-мӗш классенче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Николай Курчаткин Ҫӗрпӳри 1-мӗш тата 2-мӗш, Кӑнарти шкулсенче пулнӑ.
Акцие ҫавӑн пекех Федерацин травматоллоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, ЧР парламенчӗн ертӳҫин ҫумӗ – Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Юрий Кислов, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, И.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карантай тата Толиккасси ялӗсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн 41 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Ҫак арҫын ӳсӗр пулман-и? Следовательсен ҫакна та уҫӑмлатма тивӗ. Унӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулман.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал ҫуркунне Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче курӑк тата ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те – тивӗҫлӗ канурисем. Куславкка тата Ҫӗмӗрле районӗнчи икӗ ҫыннӑн вара ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ.
Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен.
Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе.
Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ.
15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи
Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти
Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ.
Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен ФАПсене ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче вӗсене туянасси пирки пӗлтернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен е грузовиксен «Хӗрлӗ хӗрес» эмблема, «Медицина служби» тата «Фельдшерпа акушер пункчӗ» тесе ҫырни пулмалла.
Кунсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен ФАПсен гинекологи пуканӗ, электрокардиограф, аслисене тата 1 ҫул тултарман ачасене виҫмелли хатӗр, тонометр, наркӑмӑшлӑ тата вӑйлӑ витӗмлӗ эмелсене упрамалли сейф, дефибриллятор-монитор, экспресс-анализатор, санитари наҫилккисем, ӳпкене вентиляци тумалли аппарат пулмалла.
Кунашкал ФАПсене 16 пульницӑна парӗҫ: Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Улатӑр, Вӑрнар, Комсомольски, Элӗк, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи пульницӑсене.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Тивӗҫлӗ канурискере мӑнукне асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпланӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм эрех юлашкине шывпа хутӑштарнӑ, унтан ятарлӑ типӗ сӗт ярса ача валли апат хатӗрленӗ. Ҫакна вӑл 3 уйӑхри мӑнукне ҫитернӗ. Хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑран кӗленчере эрех пулнине асӑрхаман та.
Ҫитернӗ хыҫҫӑн вӑл ачана диван ҫине хунӑ, хӑй юнашар выртнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм ҫывӑрса кайнӑ, ним те туйман ахӑртнех – ачана хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ, пӗчӗкскерӗн сывлӑшӗ пӳлӗннӗ. Ҫавна май хӗрача вилнӗ.
Суд хӗрарӑм айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Права илмесӗр руль умне ларни мӗнпе вӗҫленет? Ҫапла, чылай чухне инкекпе. Паян Канаш районӗнче авари пулнӑ, руль умӗнче ҫап-ҫамрӑк каччӑ ларнӑ. Унӑн водитель прави пулман, ҫапах вӑл ҫула тухма шикленмен.
Ирхине 4 сехет те 52 минутра «вунтӑваттӑмӗш» рулӗ умӗнче ларакан каччӑ «Энӗш» автоҫулпа пынӑ чухне атомобиле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ.
Тӑвай районӗн каччи аварире вилмеллех суранланнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ, ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулнӑ аваришӗн самосвал водительне айӑплани пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать.
Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ.
Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн.
Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ.
Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |